Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -3.7 °C
Ӳркенмен ӑста пулнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Эпир хунсен тӑхӑмӗ (Г. Тафаев)

Чӑвашсем эпир питӗ авалхи халӑх. Ӗлӗк-авал чӑвашсем чӑнласах та хунсен ушкӑнне кӗни халӗ ӗнтӗ пире пурсӑмӑра та паллӑ. Ҫакна чӑваш халӑхӗ хӑй асӗнче "Аттилпа Кримкилте" ятлӑ авалхи эпоса паянхи куна ҫитичченех упраса хӑварни те питӗ лайӑх каласа парать.
"Аттилпа Кримкилте" пирӗн халӑхӑн питӗ авалхи эпикӑлла поэми. Аттил V-мӗш ӗмӗрте пурӑннӑ хунсен питӗ чаплӑ патши. Вӑл ӗнтӗ чӑнах та халӑх асӗнче калама ҫук пысӑк йӗр хӑварнӑ, ҫавӑнпа ӑна хунсен тӳрӗрен те тӳрӗ тӑхӑмӗсем, чӑвашсем, паян куна ҫитичченех манман.
Юхма Мишши ҫак авалхи эпоса хӑй вӑхӑтӗнче ҫырса илсе паян пичете валли хатӗрлени вӑл пирӗн культура пурнӑҫӗнчи питӗ пысӑк пулӑм. Юхма Мишши ҫак эпоса вулакансем патне ҫитерсе улӑпла ӗҫ турӗ.
Хӑҫан ҫуралнӑ-ши ҫак эпос? Ӑна халь тин калама йывӑр ӗнтӗ. Кам пӗлет, чаплӑран та чаплӑ Аттил патша ҫинчен калакан эпос V-мӗш ӗмӗртенпех, Аттил вилнӗ хыҫҫӑнах ҫуралнӑ пулӗ. Авалхи чӑваш ӑсчахӗсем ун ҫинчен ҫак хайлава каласа, ытти патшасене кӑштах та пулин ӑс парасшӑн пулнӑ пулӗ, хӑйсене мӗнле тытмаллине, чи йывӑр чухне те тӑван халӑх ҫинчен манмалла маррине каласшӑн пулнӑ пулӗ. Чунтан калатӑп: ҫак шухӑша манӑн питӗ ӗненес килет.

Г. Тафаев, истори ноукисен докторӗ, профессор.

Ӑнлантаркӑч

Ятарласа ҫак кӑларӑм валли ҫырнӑ хайлав.
Унӑн авторӗ — Г.И.Тафаев, истори наукисен докторӗ, Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн профессорӗ. Г.И. Тафаев хальхи Чӑвашстанри Сӗнтӗрвӑрри районне кӗрекен Туппай-Есмӗл ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Унӑн авалхи ламтайӗсенчен пӗри — питӗ паллӑ юмҫӑ, пӳлев тата апас Туппай. Авалхи чӑнлавсем палӑртнӑ тӑрӑх, Туппай патӗнче 1798 ҫулта пӗрремӗш Павӑл патша та хӑнара пулнӑ. Туппай хӑй вара XVI ӗмӗр варринче пурӑннӑ, Хусана илнӗ чухне палӑрнӑ Аккас ятлӑ питӗ паллӑ чӑваш пикӗн (кнеҫ) тӑсӑмӗ. Урӑхла каласан, Г.И.Тафаев XVI ӗмӗрте палӑрнӑ Аккас кнеҫӗн йӑхӗнчен тухнӑ паллӑ ученӑй.


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2007-06-28 16:41:20 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 3052 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем